Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

ЧАП хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫланӑ

Чӑвашлӑх ӗҫ-хӗлӗ юлашки ҫулсенче самаях тамалчӗ пулин те наци идейине хӑй вӑхӑтӗнче ҫивӗч ҫӗкленӗ Чӑваш аталану партийӗпе ялсенче ҫаплах кӑсӑкланаҫҫӗ. «ЧАП ӑҫта кайса кӗчӗ? Ертӳҫисем пурӑнаҫҫӗ-и, вӗсен сасси мӗншӗн илтӗнмест?» — теҫҫӗ. Сӑмах май, ЧАП хастарӗсен шухӑш-тӗллевне республикӑн кашни кӗтесне ҫитерес тесе Чӑваш патшалӑх телекуравӗнче ӗҫленӗ чухне эпӗ те тӳпе хывнӑччӗ — вун-вун кӑларӑм хатӗрленӗччӗ. ЧАП ертӳҫипе Николай Лукиановпа нумаях пулмасть тӗл пулсан вӗсене чылайччен аса илтӗмӗр, паянхи кӑткӑс пулӑмсене тишкертӗмӗр.

— Николай Егорович, вулакансем тӗрӗсех пӑшӑрханаҫҫӗ: ҫӗнӗ ӗмӗре кӗнӗренпе санӑн сассу пӗрре те илтӗнмерӗ. «Мавр» пирки анлӑ сарӑлнӑ каларӑшпа усӑ курса «ЧАП хӑйӗн ӗҫне тунӑ, ЧАПӑн халӗ каймалла» темелле-и?
— Малтанах ҫакна уҫӑмлатас килет: ҫӗршыври пулӑмсем самана ыйтнипе ҫуралаҫҫӗ, аталанса пыраҫҫӗ, вӑхӑчӗ иртсен истори «ҫупҫинче» юлаҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче СССР аркансан, политикӑра ирӗклӗх пуҫлансан, хамӑрӑн суверенитетшӑн кӗрешме майсем пуррине туйса илсен пирӗн вӑхӑт ҫитнине ӑнлантӑмӑр: чӑвашлӑхшӑн ӗҫлеме ӑнтӑлакансемпе пуҫтарӑнса Чӑваш аталану партийӗ йӗркелерӗмӗр. Ҫав ҫулсенче мӗн-мӗн тума пултараслӑха лайӑх, тирпейлӗ тӑрларӑмӑр: Чӑваш Республикин суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацие чӑваша кирлӗ пек йышӑнтартӑмӑр, Чӑваш Республикин Тӗп Саккунӗн, чӗлхесем ҫинчен саккунӑн альтернативлӑ проекчӗсене хатӗрлерӗмӗр. Республика статусне пысӑк шая ҫӗклекен пирӗн шухӑшсем тӗп документсенче ҫырӑнчӗҫ, халӑхшӑн ӗҫлеме тытӑнчӗҫ. Чи пахи вара — вырӑс пичче вун-вун ҫул хытӑ «лӑпканипе» тӗлӗрсех кайнӑ ентешӗмсем вӑранни.
Паянхи куҫпа пӑхса ҫапла пӗтӗмлетме хӑюлӑх ҫитеретӗп: ЧАП хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫланӑ. Самана, ҫӗршыври политика лару-тӑрӑвӗ улшӑннӑ май ҫӗнӗ институт — Чӑваш наци конгресӗ — хӑтларӑмӑр. ЧАП ҫавӑнта трансформациленчӗ те. Апла пулин те унӑн идеологийӗ сывӑ, халӑх асӗнчен тухман. Ҫакна хӑвах ҫирӗплетрӗн, ҫынсем ЧАПпа интересленеҫҫӗ терӗн.
— Эсир тунӑ ӗҫсем пӗтӗмпех чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ. Вӗсем пӗр тикӗс шӑрҫаланманнине, сире чӑрмантаракансем пулнине пӗлетӗп. Асаил-ха хӑш-пӗр саманта.
— Тӑшмана аякра шырамалла мар. Вӑл — хамӑрта, шалта ларать. Тӗслӗх-и? Тархасшӑн: пирӗн пӗлӳ ҫитсех каймасть, эпир хӑюсӑр, мӗскӗн... Чун-чӗре — провинцилӗх тыткӑнӗнче.
— Унран хӑтӑлас тесен мӗн тумалла?
— Ӑс пухмалла. «Хыпар» хаҫат вуламалла... Паллах, ЧНК та айккинче тӑмасть, хӑйӗн тӳпине хывать. Наци идейипе авӑрланнӑ ҫынсене пуҫтарса, пӗлсе ертсе пырса. Конгресс нумай ӗҫ турӗ. Вӗсем тымарланса ҫарӑлса кайрӗҫ: ҫӗршыври регионсенче, Соввт Союзӗн пӗрлӗхӗнче пулнӑ республикӑсенче чӑваш наци культура автономийӗсем йӗркеленчӗҫ, чӑвашла хаҫатсем тухаҫҫӗ... Наци юхӑмӗн тытӑмӗнчех «хыпарҫӑсем», тӑван чӗлхепе пичетленекен ытти хаҫат-журнал, чӑвашла калаҫакан-кӑтартакан радио-телекурав. Чӑваш культури, бизнесӗ ҫӗнӗ шая ҫӗкленчӗ, тӗнчене тухрӗ. Чылай чухне ЧНК витӗмӗсӗрех, пулӑшӑвӗсӗрех.
Ҫаксене тӗпе хурсан Чӑваш наци конгресӗн улшӑнма, унӑн статусне улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ. Хӑвӑрт аталанса пыракан пурнӑҫ ҫапла тума хистет. Унсӑрӑн сапаланса каяс, кашниех хӑйӗн ҫулне хӑй пӗлнӗ пек шырама тытӑнас хӑрушлӑх пур. Ку процесс пуҫланнӑ тесен те йӑнӑш мар.
Малашлӑха пӑхса капашлӑрах тумитлесен пире халӗ тӗнчери тытӑмсемпе, наци юхӑмне кӗрекен структурӑсемпе ҫыхӑнтаракан, вӗсен ӗҫне пӗтӗҫтерсе йӗркелесе тӑракан штаб е орган кирлӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗн политикӑри, экономикӑри, культурӑри интересӗсене Европа, тӗнче шаййнче палӑртса тӑтӑр. Кӗскен — хамӑра пур енӗпе те кӑтартма тытӑнмалла. Кӑна тӑвайсан пирӗн министерствӑсем, бизнесменсем ют ҫӗршывсем еннелле хывакан «кӗперсене» те анлӑрах та сумлӑрах ӑсталӑпӑр. Асӑннӑ тӗллевсене тивӗҫлӗ тӗплесе пыма Конгресри яваплӑ ҫынсен мехелӗ те, вӑхӑчӗ те ҫитеймӗ. Тумалли, татса памалли ӗҫ унӑн хамӑрӑн республикӑра та пайтах.
— Эсӗ каланинче тӗшши пурах-тӑр. Ӑна асӑрхасан вулакансем ҫеҫ мар, ЧНК ертӳҫисем те хӑйсен шухӑшне пӗлтерӗҫ.
Николай Егорович, ҫӗр ҫине анарха, килти ӗҫ-пуҫ тавра сӑмахлар. Район центрӗсем вырӑсланас туртӑма мӗнле хаклатӑр?

— Ыйтӑва кун пек лартни мана килӗшмест. Унта пурӑнакансем чӑвашмарланса пыраҫҫӗ темелле пулӗ. Тата та тарӑнрах кӗрсе ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне ҫитетӗп: чӗлхе пӗлтерӗшне эпир ансӑрлатса ятӑмӑр. Тӗрӗссипе, вырӑс чӗлхи вырӑсӑн ҫеҫ мар, чӑваш чӗлхи те чӑвашӑн ҫеҫ мар. Кашни чӗлхе — пӗтӗм тӗнчен пуянлӑхӗ, нимӗнпе виҫелеме ҫук мулӗ... Хӑшӗ-пӗри: «Чӑвашла калаҫма вӑтанатӑп», — тет. Чӗлхе икӗ тытӑмпа — уҫӑ тата хупӑ сасӑсемпе, ҫырулӑхпа — пурӑннине картса: «Эсӗ чӗлхен мӗнле форминчен вӑтанатӑн?» — тетӗп. Ӗҫтешӗм аптраса каять, куҫне мӑчлаттарма пикенет... Ҫын тӑван чӗлхинчен вӑтанма пултараймасть, унран вӑтанма май ҫук. «Чӑвашла калаҫма вӑтанатӑп» текенсем, ман шухӑшпа, хӑйсен мӗскӗнлӗхӗнчен, хӑйсен социаллӑ статусӗнчен именеҫҫӗ. Пирӗн тӗп инкек — чӑваш пулсах маттурланма, общество, политика анлӑшӗнче хӑватланма хевте ҫитерейменни.
«Ял ватӑлать, ял пӗтет», — теҫҫӗ пӗр вӗҫӗм. Анчах пӗри те «тӑван кӗтес ҫӗр ҫинчен ан ҫухалтӑр тесе эпӗ мӗн турӑм-ха?» — темест. Глобализаци пурнӑҫӑмӑра шӑл ҫӗмӗрсе кӗнӗ вӑхӑтра «ҫӑпата сырса» юласран асӑрханмалла, тӗнче шайӗнче пулса иртекен процессене хӑвӑртрах кӗмелле, трансформациленмелле. Ачамӑрсем Мускава, Европӑри ҫӗршывсене, Америкӑна кайса тӗпленнипе мар, унтан ӑслӑланса, харсӑрланса, пуйса таврӑнса хамӑр тӑрӑхра Европа е Америка тума тытӑннипе мӑнаҫланмалла. Тӗнче тискер мар, анчах вӑл хытӑ чунлӑ. Мускавра е Германире нихӑҫан та хуҫа пулаймастӑн. Рабочи-и эсӗ е ученӑй — пур пӗр ҫын куҫӗнчен пӑхатӑн, тарҫӑ вырӑнӗнче пулатӑн.
— Сана паян тата мӗн канӑҫсӑрлантарать, арман чулӗ пек пусарса тӑрать?
— Чӑвашӑн маттур ачисем пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑнни, вӑйӗсене ҫапӑҫса хавшатни, наци юхӑмӗнчен чылайӑшӗ сивӗнни, хутшӑнма пӑрахни кӑмӑл-туйӑма пӑвӑртать... Пуҫтарӑнса ҫилӗмленмелле пирӗн. Ҫирӗп тымар ярса ҫӗнӗ тӗллевсем патне талпӑнмалла. Пархатарлӑ ку ӗҫе ҫӳлерех асӑннӑ орган е штаб йӗркелемесӗр пурнӑҫа кӗртейместпӗрех. Каларӑн тейӗн.
— Николай Егорович, санӑн шухӑшна пӗлтӗмӗр. Халӗ чӑваш ывӑлӗ-хӗрӗнчен ыйтар: ЧНКран пысӑкрах шайлӑ организаци е штаб пире кирлӗ-и? Ҫырса пӗлтерӗр.

«Хыпар», 2010, пуш, 30

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: ЧАП, Чӑвашлӑх
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-26 12:57:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3005 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем